Кăрканта социаллă пĕлтерĕшлĕ икĕ учреждени — ватăсен çурчĕ тата ача-пăча приючĕ — вырнаçнă. Кунта пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ инвалидсем, пĕччен пурăнакан ватăсем вăхăтлăх вырăн тупаççĕ.
«Ырă кăмăллăх» вунăкунлăх вăхăтĕнче Кăрканти вăтам шкулти 6 тата 9 классенче вĕренекенсем ватăсен çуртне концерт программипе килнĕ. Ачасен выступленийĕ ватăсен куçĕсене шывлантарнă.
Çакнашкал тĕлпулусем ачасемшĕн те усăллă, вĕсем ачаранах ватăсене хисеплемеллине, пулăшмаллине, сÿрĕк кăмăллă пулмалла маррине ăнланса ÿсчĕр.
Сăнÿкерчĕкĕ: Алсу Набиуллина.