Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
13 Декабрӗн 2019, 16:05

Çурт-йĕр сетрификачĕсем — çамрăк çемьесене

Районти ултă çамрăк çемье çурт-йĕр илме е туса лартма пулăшакан социаллă тÿлев свидетельствисем илнĕ

Декабрĕн 11-мĕшĕнче район администрацинче ултă çемье чăн-чăн Çĕнĕ çул парни илнĕ — «Устойчивое развитие сельских территорий» программа пурнăçланакан «Развитие сельского хозяйства и регулирование рынков сельскохозяйственной продукции, сырья и продовольствия» патшалăх программи йĕркипе çурт-йĕр илме е туса лартма социаллă тÿлев сетификачĕ. Çак документа çемьесене район администраци пуçлăхĕ Наиль Гатауллин панă. Вăл сертификатсен хуçисене ырлăх-сывлăх, туслă пулма, çултан çул ÿссе пыма чĕнсе каланă, çуртсенче ача-пăча сасси янăратăр тесе суннă.
Сертификат хуçисем — Альфия тата Артур Уканеевсен, Дмитрий тата и Алия Петровсен, Екатерина тата Александр Черновсен, Надежда тата Александр Тимофеевсен, Наталья тата Александр Пекинсен, Елена Насретдинован çемйисем.
2014 çултанпа районти 68 çемье çакăн пек социаллă тÿлев илнĕ. Халĕ тата 23 çемье черетре тăрать.
Айгуль ГАРЕЕВА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Айгуль ГАРЕЕВА.
Читайте нас: