Çутă çул
-4 °С
Юр
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
14 Декабрӗн 2019, 15:00

Çӗнӗ çултан Пушкăртстанра чи пӗчӗк ӗç укçи 13949 тенкӗ пулать

2020 çулхи январӗн 1-мӗшӗнчен Пушкăртстанра чи пӗчӗк ӗç укçи, район коэффициентне хушнипе, 13949,5 тенкӗ пулать.

Хальхи вăхăтра Пушкăртстанра чи пӗчӗк ӗç укçи 12972 тенкӗ. Чи пӗчӗк ӗç укçи 977 тенке ӳсет, пӗлтерет республикан Çемье, ӗç тата халăха социаллă хӳтлӗх паракан министерство.
Çӗнӗ çултан Раççейре чи пӗчӗк ӗç укçи 12130 тенкӗ пулать, халӗ вăл 11280 тенкӗ. Раççей Ĕç министерстви ăна 7,5% ӳстерме сӗнет (850 тенкӗ).
Ĕç кодексӗпе килӗшуллӗн, енчен те ӗçлекен тулли уйăх ӗçлесен, пӗтӗм ӗç калăпăшне пурнăçласан, ӗç паракан ӗç укçине чи пӗчӗк ӗç укçинчен сахалрах тӳлеме пултараймасть.
«Башинформ» ИА материалӗсем тăрăх.
Читайте нас: