Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
20 Декабрӗн 2019, 16:35

Пушкăртстанра 200 ытла çемье çурт-йĕрне газ кĕртме сертификат илĕ

Кăçал Пушкăртстанри 200 ытла çемье çурт-йĕрне газ кĕртме сертификат илĕ, пĕлтерет республикăн Патшалăх строительство комитечĕ.

Малтанхи 284 çемье сертификатсене кăçал Республикăри халăха социаллă пулăшу паракан центрăн филиалĕсенче тата «Мои документы» Нумай функциллĕ патшалăх тата муниципаллă çăмăллăхсем паракан центрсенче (МФЦ), заявлени панă çĕрте, илме пултараççĕ.
Пушкăртстанра пурăнакансем хăйсен кил-çуртне газ кĕртме 60 пин е 100 пин тенкĕ укçа илме пултараççĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: