Пушкăртстанри Ялхуçалăх министерствин программи 844 çемьене пурăнмалли условисене лайăхлатма пулăшнă
2019 çулта 677 ялта пурăнакан çемье «Устойчивое развитие сельских территорий» патшалăх программи пулăшнипе пурăнмалли условисене лайăхлатнă, çакна вали федералĕ тата республика бюджетĕнчен 650 млн тенкĕ уйăрнă.
Тата 167 çемьене 1-шер млн тенкĕ панă, ăна регионти Ялхуçалăх министерстви тĕрлĕ шайри бюджетран илме пулнă.
Çапла майпа, кăçал 816 млн тенкĕлĕх патшалăх пулăшăвне 844 çемьене панă.