Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
10 Кӑрлач 2020, 20:42

Пушкăртстанра 70 инвалид стажировка иртĕ

ПР Çемье, ĕç тата социаллă хÿтлĕх министерстви пĕлтернĕ тăрăх, малашне ĕçе вырнаçас тĕллевпе кăçал 70 инвалид тата вузсемпе колледжсен 365 выпускникĕ стажировка иртмелле.

Стажировка инвалидсемпе выпускниксене ĕç опычĕ илме, коллективра, професси сферине хăнăхма, ĕç рынокĕнче конкурентлăха пысăклатма май парать.
Программăна хутшăнма кăмăл тунă выпускниксемпе инвалидсем халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрсене кайса ыйтса пĕлме пултараççĕ. Стажировкăна йĕркелеме хатĕр ĕç паракансен те çавăнтах заявка памалла.
"Республика Башкортостан" хаçатран.
Читайте нас: