Çутă çул
+12 °С
Ҫумӑр
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
17 Кӑрлач 2020, 14:56

Кашни уйăхра тÿлемелли йĕркене улшăнусем кĕртнĕ

Нумай ачаллă çемьесене патшалăх паракан çăмăллăхсем пирки

2018 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен Пушкăртстан Республикин Пуçлăхĕн Указĕпе килĕшÿллĕн Пушкăртстанра пурăнакан тата пурăнма кирлĕ минимумран ытла мар тупăшлă çемьесене 2017 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕ хыççăн çемьере виççĕмĕш тата ун хыççăнхи пулса çуралнă кашни ача пуçне (ача виçĕ çул тултариччен) 8993 тенкĕ тÿлеççĕ.
2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен кашни уйăхра тÿлемелли йĕркене улшăнусем кĕртнĕ. Малашне кашни уйăхра памалли тÿлеве пĕр çын пуçне тивекен тупăш виçи Пушкăртстан Республикинче çирĕплетнĕ пурăнма кирлĕ минимум сумминчен икĕ хут иртмест пулсан параççĕ (2020 çулта — 20868 тенкĕ). Хальхи вăхăтра çакнашкал тÿлеве кашни уйăхра памалли тÿлеве пĕр çын пуçне тивекен тупăш виçи Пушкăртстан Республикинче çирĕплетнĕ пурăнма кирлĕ минимумран иртмест пулсан (99548 тенкĕ) тÿленĕ пулнă.
Читайте нас: