Владимир Путин хӑйӗн Посланине демографи ыйтӑвӗнчен пуҫланă.
1990 ҫулсен пуҫламӑшӗнче ачасем Раҫҫейре вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчинчен сахалтарах ҫуралнӑ, халӗ вӗсем хӑйсен ача ҫуратмалли вӑхӑт пырать. Ку чухне ҫемьери тупӑш та пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Нумай ачаллӑ ҫемьесене пулăшу парасси регионсенче приоритетлӑ пулмалла. Федерацин 75 субъектӗнче виççĕмĕш е тепӗр ачашӑн субсиди параççĕ.
Владимир Путин сахал тупӑшлӑ ҫемьесене ача ҫуралнӑшӑн парӑнакан пособие ачи 7 çул тултариччен тӳлесе тӑма сӗннӗ. Малтанхи тапхӑрта ҫак пособи уйӑхне 5 пин тенкӗ пулать. Каярах Президент ӑна 11 пин тенке ҫитересшӗн.
Иккӗмӗш ачашӑн паракан ача амăш капиталне те 2026 ҫул вӗҫлениччен парӗҫ. Путин сӑмахӗпе, ҫак капитала пӗрремӗш ача ҫуралсанах пама пуҫлаҫҫӗ. Вӑл маткапитала иккӗмӗш ача ҫуралсан тата 150 пин тенке ӳстерме сӗннӗ. Ҫапла анне капиталӗ кӑҫалтан 616 пин тенкӗ пулӗ.
Виçĕ ачаллӑ ҫемьесене патшалӑх ипотекӑшӑн тӳлеме 400 пин ытла субсиди парса пулӑшать.