Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
5 Нарӑсӑн 2020, 16:48

Февралĕн 1-мĕшĕнчен федераллĕ çăмăллăхçăсене паракан тÿлев виçине пысăклатнă

Хуласемпе районсенчи Пенси фончĕн управленийĕсем кашни уйăхри тÿлевсене республикăра пурăнакан 312 пин çынна çĕнĕрен шутласа панă.

2020 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнчен федераллĕ çăмăллăхçăсене паракан тÿлеве 3 % индексациленĕ: Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе инвалидсене; çар тытăçăвĕсен ветеранĕсене, Ленинград блокадинче пурăннисене; пуçне хунă (вилнĕ) вăрçа участникĕсен çемье членĕсене; Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсемпе çар тытăçăвĕсен участникĕсене; фашистсен концлагерĕсенче пулнисене; I, II, III ушкăнри инвалидсене тата инвалид-ачасене тата ыттисене.
ЕДВ кĕрекен социаллă çăмăллăхсене те 3 % индексациленĕ. ЕДВ укçан илмелли эквиваленчĕ февралĕн 1-мĕшĕнчен уйăхне 1155,06 тенкĕ таранччен ÿснĕ.
Хуласемпе районсенчи Пенси фончĕн управленийĕсем кашни уйăхри тÿлевсене республикăра пурăнакан 312 пин çынна çĕнĕрен шутласа панă.
ПР тăрăх ĕçлекен Пенси фончĕн пресс-служби.
Читайте нас: