Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
10 Нарӑсӑн 2020, 13:12

65 çултан аслăрах ватăсене ятарлă транспортпа больницăна илсе килеççĕ

«Реализация программы системной поддержки и повышения качества жизни граждан старшего поколения» регион прогрĕмми йеркипе, «Старшее поколение» федераллĕ проектпа Пишпÿлекри тĕп район больници инçетри ялсенче пурăнакан 65 çултан аслăрах ÿсĕмри çынсене кашни эрнере медицина тĕрĕслевĕ тата диспансеризаци иртме илсе килеççĕ.

Граждансене сиплев учрежденине 2019 çулта программăпа уйăрса панă Lada Largus маркăллă автомобильпе ялсенчен илсе килеççĕ, ватăсене кабинетсем тăрăх тĕрĕслев иртме фельдшер пулăшать. Машинăра пилĕк вырăн. Инçетри ялсене маларах тунă график тăрăх кайса ватăсене илсе килеççĕ.
Программа ĕçлеме пуçланнăранпа 2019 çулта çакнашкал çăмăллăхпа 50 çынна тивĕçтернĕ, кăçал — 17 çынна.
Айгуль ГАРЕЕВА.
Читайте нас: