Асăннă пулăшу мери пирки маларах Путин пĕлтернĕ — çак кун вăл мартăн 30-мĕшĕнчен пуçласа апрелĕн 5-мĕшĕччен ĕçлемелли мар эрне çинчен те каланă.
Ленара Иванова каланă тăрăх, Пенси фончĕ заявленисем йышăнма пуçланă, анчах хальлĕхе унта тÿлеве кая хăварнă тесе çырнă.
«Пĕр сăмахпа каласан, Раççей Пенси фончĕн сайтне пăхарах тăрăр, эпĕ те тимлĕ сăнаса тăратăп, пĕлтерÿ тухсанах, соцсетьре пĕлтерĕп», — тенĕ Ленара Иванова.
Тÿлеве дистанцилле параççĕ, карточка çине 5 пин тенкĕ кашни уйăхра çулталăк вĕçлениччен куçараççĕ.