Документпа килĕшÿллĕн, 2020 çулхи апрель—июньте виçĕ çулчченхи ачасемлĕ çемьесене кашни ача пуçне уйăхсерен 5 пин тенкĕ тÿлеççĕ. Тÿлеве илме заявление октябрĕн 1-мĕшĕччен çырма пулать.
Асăннă тÿлевсене ытти тĕрлĕ социаллă пулăшу мерисем панă вăхăтра тупăш сумми çумне кĕртмеççĕ, пĕлтерет «Газета.ру».
Тÿлевсене туллин парассине тивĕçтерме Пенси фондне хушнă.