Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
8 Апрелӗн 2020, 18:46

Тÿлевсĕр апат-çимĕç пуххине кам илме пултарать?

Пушкăртстанра, çав шутра пирĕн районта та, шкул ачисем валли апат-çимĕç пуххисем хатĕрленĕ.

Дистанцилле вĕрентÿ тапхăрĕнче унашкал пухăсене тÿлевсĕр апатланма ирĕк пур 85 пин ытла ача илмелле.
Апат-çимĕç пуххисене кам илме пултарать?
«Типĕ паека» шкул ачисен (нумай ачаллă, сахал тупашлă çемьесем, сусăр ачасем) илме право пур.
Апат-çимĕç пуххисене мĕн кĕрет?
Роспотребнадзор апат-çимĕç пуххине кĕрекен списока çирĕплетнĕ. Унта хăвăрт пăсăлманнисем (ятарлă температурăра упрамалла маррисем) кĕмелле.
Тĕпрен илсен, кĕрпе, макарон, сок е нектар, чуста апачĕ (печени, вафли, пĕремĕк, крекер, галет, сухари, сушки), улма-çырла кондитер изделийĕсем (мармелад, пастила, зефир), чей, какао, сĕт консервисем, улма-çырла, ÿсентăран çăвĕ, аш-какай тата пулă консервисем кĕртнĕ.
Хăш-пĕр хуласемпе районсенче «типĕ паек» тытăмне кашни эрнере улăштараççĕ. Сăмахран, пĕр эрнере печенипе хуратул кĕрпи хураççĕ, тепринче — вафли тата макарон.
Апат-çимĕç пуххи республикипе пурин те пĕр пек пулмалла-и?
Çук. Кашни хулара е районта хăйĕн. Пĕтĕмĕшле хакĕ эрнене — инвалид-ачасемшĕн 500 тенкĕ, нумай ачаллă сахал тупăшлă ачасемшĕн 225 тенкĕ. Çак суммăна кура вырăнти администраци апат-çимĕç пуххине хăй суйласа илет. Сăмахран, Стерлитамакри мĕнпур шкул ачисем пĕр пек паек илмелле, Баймак районĕнчисен — каллех пĕрешкел пулмалла.
Улма-çырлапа пахчаçимĕç пулмалла-и унта?
Пулма пултараççĕ, анчах пур çĕрте те мар. Сăмахран, Пелепей районĕнче улма-çырла кĕртнĕ, Янаул районĕнче меценатсем ыркăмăллăх акцийĕ вырăнне чĕрĕ хăяр хунă.
Апат-çимĕç вырăнне укçапа илме юрать-и?
Çук.
Ашшĕ-амăшĕ суйласа илме пултарать-и? Сăмахран, пĕр шкулта пире сгущенка кирлĕ мар, груша хурăр, теме?
Çук. Апат-çимĕç пуххине вырăнти администраци Роспотребнадзор сĕнĕвне шута илсе йĕркелет.
Апат-çимĕç пуххине ăçта илмелле?
Ача вĕренекен шкула заявлени памалла (сире мĕнле ункайлă, çав меслетпе). Икĕ эрнере пĕр хутчен параççĕ. Пакетсене хăçан тата миçере илсе каймаллин кашни шкулта хăйĕн графикĕ пулмалла.
«Башинформ» материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: