Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
12 Майӑн 2020, 00:12

Владимир Путин çемьесене мĕнле пулăшу парасси пирки пĕлтернĕ

Майăн 12-мĕшĕнчен мартăн 30-мĕшĕнче кĕртнĕ ĕçлемелле мар кунсен режимĕ вĕçленет. Çакăн çинчен Владимир Путин паян, майăн 11-мĕшĕнче, регионсен пуçлăхĕсемпе ирттерекен канашлура пĕлтернĕ. Ĕçлемелле мар кунсен режимĕ 6 эрне пынă. Паян Раççей Президенчĕ ачаллă çемьесене мĕнле пулăшу парасси пирки тĕплĕн ăнлантарнă.

Кашни çул çитмен ачашăн, çемье тупăшне шута илмесĕр, 10-шар пин тенкĕ тÿлĕç. Ашшĕ-амăшĕ е опекунĕсем электрон майпа заявлени памалла. Çапла майпа, çак пулăшăва Раççейре пурăнакан 27 млн ача илĕ. Тата çемьере 3 çул тултарман ачасем пулсан (ача амăш капиталĕ пуррипе çуккинчен килмест), вĕсем 5-шер пин тенкĕ илĕç (апрельтен пуçласа июньччен). Кунсăр пуçне, сахал тупăшлă çемьесене 3 çултан пуçласа 7 çулчченхи ачасемшĕн пурăнмалли минимумăн ½ пайне тÿлĕç (июнĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа — малтанхи уйăхсемшĕн пĕр хут, вăтамран кашни ачана 33000 тенкĕ, кайран — кашни уйăхра) тата енчен те çемьере ашшĕ е амăшĕ ĕçсĕр юлнă пулсан кашни çул çитмен ачана 3-шер пин тенкĕ (апрельтен пуçласа июньччен). Тата ача-пăча пособине икĕ хут ÿстернĕ.
«Башинформ» ИА материалĕсем тăрăх.
Читайте нас: