Çутă çул
+24 °С
Дождь
Социаллă хÿтлĕх
29 Июля 2021, 04:17

Раççей Президенчĕ шкул ачисене тÿлеве августăн 2-мĕшĕнчен тÿлеме пуçлама хушнă

#владимирпутин ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Путин шкул ачисене срокчен маларах — августӑн 2-мӗшӗнчен пуҫласа тӳлеме хушнă.  

Раççей Президенчĕ шкул ачисене тÿлеве августăн 2-мĕшĕнчен тÿлеме пуçлама хушнăРаççей Президенчĕ шкул ачисене тÿлеве августăн 2-мĕшĕнчен тÿлеме пуçлама хушнă
Раççей Президенчĕ шкул ачисене тÿлеве августăн 2-мĕшĕнчен тÿлеме пуçлама хушнă

 

Пӗр хутчен паракан 10 000 тенке ачасемлĕ ҫемьесене сентябрӗн 1-мӗшӗччен (ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗн пӗрремӗш кунӗ) 6 ҫул тултарнă, июлӗн 3-мӗшӗнчен кая мар (тӳлев ҫинчен калакан указ тухнӑ хыҫҫӑн пӗрремӗш кун) 18 ҫул тултарнă ачасене параҫҫӗ. Ашшӗ-амӑшӗсӗр пуҫне, укçана ачана усрава илекенсем (усыновитель), опекунсем тата попечительсем илме пултараҫҫӗ.

Ҫавӑн пекех инвалидсене тата хавшак сывлӑхлă ҫынсене, енчен те вĕсем 18 ҫултан пуҫласа 23 ҫул таран ÿсĕмре тата вӗсем шкул программипе малалла вӗренеҫҫӗ пулсан тÿлеççĕ.

«Башинформ» агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, Пушкӑртстанра тӳлеве илме 650 000 ытла ачаллӑ çемьен право пур.

Автоматла укҫа килмест, заявлени ҫырмалла. Унччен тӳлев илнӗ ҫынсене пӗлтӗрхи заявление тӗпе хурса Минцифра  шаблон тунӑ тата усӑ куракансене электронлӑ ҫыру янӑ — портал хӑех формӑна тултарӗ, сирӗн даннӑйсен тĕрĕслĕхне тата банк реквизичӗсене тӗрӗслемелле кӑна.

Эсир пӗлтерни ҫитмен пулсан е унччен пособи илмен пулсан: ноябрӗн 1-мӗшӗччен кӗске анкета Госуслуги сайтӗнче тултарӑр. Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ тӳлеве ҫырса хатӗрлесен сирӗн аккаунăн «подтверждённый» статус пулмалла.

Ҫавӑн пекех Пенси фончĕн уйрӑмне тӳлев пирки кайма юрать. Тӑванлӑха ҫирӗплетекен паспорт, СНИЛС тата документ кирлӗ пулать (сӑмахран, ача ҫуралнине ӗнентерекен свидетельство).

 «МГ» информацийĕпе.

Автор:Марина Иванова
Читайте нас