Çутă çул
+2 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
13 Августӑн 2021, 11:02

Владимир Путин Тывари социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне сÿтсе явнă

#владимирпутин Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе социаллӑ инфратытӑм тӑвасси, больницӑсен тата поликлиникӑсен модернизацийӗ — Владимир Путин паян Тыва пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлăха пурнӑҫлаканпа сӳтсе явнă.

Владимир Путин Тывари социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне сÿтсе явнă
Владимир Путин Тывари социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне сÿтсе явнă

Пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе социаллӑ инфратытӑм тӑвасси, больницӑсен тата поликлиникӑсен модернизацийӗ — Владимир Путин паян Тыва пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлăха пурнӑҫлаканпа сӳтсе явнă.

Регионти социаллӑ пурнӑҫпа экономика лару-тӑрӑвне уйрăм тимлӗх уйăрнă. Владислав Ховалыг видеоконференци мелĕпе ял хуҫалӑхне аталантарасси ҫинчен, хушма ҫӗнӗ ӗҫ вырӑнӗсем ҫинчен пӗлтерчĕ тата ыттине те. Лайӑх кӑтартусем тăвакан отрасльсем те пур. Сӑмахран, ункайлă çурт-йĕр. Анчах та ҫакӑнпа пӗрлех республикӑра ҫивӗч ыйтусем питӗ нумай.

— Манмалли мар тата темиҫе проблема пур. Сирӗн республикӑра авари ҫурт-йӗрне пӗтермелли пӗрремӗш тапхӑр та вӗҫленмен-ха. Ун ҫине, паллах, тимлемелле. Ӑна сахалтан та пӗр ҫул каялла, е ҫур ҫул каялла, туса пӗтермелле пулнӑ. Ҫапах та эсир ун ҫинчен тин ҫеҫ асӑннӑччӗ-ха. Строительство секторӗнче начарах мар хăвăртлăх илнĕ, ҫакăнпа усӑ курмалла, ҫитӗнтермелле, ҫав шутра социаллӑ сферӑри чи ҫивӗч ыйтусене татса памалла, эпӗ каланӑччӗ ӗнтӗ: шкулсем, ача сачӗсем тата авари ҫурт-йӗрӗ. Сирӗн, ҫапах та, ҫав хушӑрах халӑх йышӗ ӳсет. Ку лайӑх тенденци, ӑна пӗр иккӗленмесӗр пулӑшмалла, — терӗ Путин.

www.1tv.ru/news

Владимир Путин Тывари социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне сÿтсе явнă
Владимир Путин Тывари социаллă пурнăçпа экономика лару-тăрăвне сÿтсе явнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: