Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
18 Сентябрӗн 2021, 09:33

Путин Ленинград блокадникĕсене 50 пиншер тенкĕ тÿлесси пирки Указа алă пуснă

#владимирпутинРФ Президенчӗ Владимир Путин блокаднӑй Ленинграда хӳтӗлекенсемпе граждансене пӗр хутчен 50 пин тенкӗ тӳлесси ҫинчен калакан Указа алӑ пуснă.

Путин Ленинград блокадникĕсене 50 пиншер  тенкĕ тÿлесси пирки Указа алă пуснă
Путин Ленинград блокадникĕсене 50 пиншер тенкĕ тÿлесси пирки Указа алă пуснă


РФ Президенчӗ Владимир Путин блокаднӑй Ленинграда хӳтӗлекенсемпе граждансене пӗр хутчен 50 пин тенкӗ тӳлесси ҫинчен калакан Указа алӑ пуснă. Тивӗҫлӗ документа Кремль сайтӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Тӳлеве пурнӑҫ Ҫулне уҫнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ. Вӗсене "За оборону Ленинграда" медальпе е "Жителю блокадного Ленинграда" паллă илнĕ РФ гражданӗсем илмелле. Тӑкаксене Раҫҫей правительстви çине уйӑрнӑ. Указ халех вӑя кӗрет.
Унччен маларах эрнекун Владимир Путин блокадниксене тÿлемелли пуҫарӑвӗпе тухса калаҫнӑ. Ленинград ҫыннисем вӑрҫӑ йывăрлăхĕсене чӑтса ирттернӗ "чӑтӑмлӑхпа хӑюлӑх" кăтартнă тенӗ вӑл, ҫавна вӑл паттӑрлӑх тенӗ. Президент блокадниксене пулăшасси "сăваплă та чыс тивӗҫӗ" тесе шутлать. Ҫавӑн пекех вӑл тÿлев илмелли ыйтусем ҫине уйрăм тимлӗх уйӑрма ыйтнӑ, "волокитӑсăр тата ытлашши хутсемсӗр".
https://rg.ru информацийĕпе.

Путин Ленинград блокадникĕсене 50 пиншер  тенкĕ тÿлесси пирки Указа алă пуснă
Путин Ленинград блокадникĕсене 50 пиншер тенкĕ тÿлесси пирки Указа алă пуснă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: