Интернет пирӗн ҫӗршывӑн чи аякри кӗтесӗсене те кӗрет, анчах аслӑ ӑрушăн хаҫатсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ-ха. Телевизор пăхас вырӑнне вӗсен хаҫат лӑпкӑн вулас килет вӗт, унăн страницисенче Аслӑ Отечественнăй вӑрҫă вӑхӑтӗнче вĕсен ăрăвĕ епле йывăрлăхсем тÿссе ирттерни, вӗсен ҫитӗнӗвӗсемпе ҫӗнтерӗвӗсем ҫинчен каласа паракан истори материалӗсем пичетленсе тухаҫҫӗ, мӗншӗн тесен пирӗн район мухтавне вӗсен аллипе туптанӑ, ун ҫинчен манма пултараймастпăр эпир. Кунта хамӑр районти юлашки пулӑмсемпе ҫӗнӗ хыпарсем ҫинчен пӗлме пулать.
Ветерансен районти совечӗ тата Пишпÿлекри Культура керменӗ пӗлтернӗ ««Подпиши своего ветерана» акцие КФХ Трофимов Анатолий Петрович, "А 7 Агро-ТР" ООО, "Агроповолжье" ООО, уйрӑм предприниматель Д.В. Быков "Ҫутӑ ҫул" хаҫата 10 пин тенкӗшер тата ҫичӗ пин тенкӗ парса хаçат çырăнтарнă. Пенсионерсем пурӑнакан ҫитмӗл ҫемье 2022 ҫулхи январь уйӑхӗнчен пуҫласа 37 пин тенкӗлӗх "Ҫутӑ ҫул" хаҫата тӑватӑ уйӑх илӗҫ.
Каминке ялӗнчи ватӑ ҫынсен ятĕнчен Анатолий Петрович Трофимова, Алексей Витальевич Комаровских, Александр Викторович Седашкина, Дмитрий Владимирович Быкова акцие хутшӑннӑшӑн чун-чӗререн тав тӑватӑп.
Сирӗн тӗслӗх ыттисемшӗн те кӑтартуллӑ пуласса шанатӑп. Пулӑшнипе эсир пурлӑх парнелетӗр кӑна мар, савӑнӑҫпа шанчӑк паратӑр.
Ирина ШИШКИНА,
Каминке ял Совечĕ ял тăрăх пуçлăхĕ.
Сăнÿкерчĕкĕ: Ирина ШИШКИНА.
Тĕплĕнрех «Светлый путь» хаçатра вулăр.