Ĕç министерстви пенси тӳлевӗн ҫӗнӗ правилисене тата вӗсене шутлассине тӗрӗслемелли правилӑсене ҫирӗплетнӗ, ҫав хушӑрах пенсисене памалли сроксене ЧС саманчĕсенче улăштарма пултараççĕ, ҫырать "Известия", "Парламентская газета" çырнине тĕпе хурса.
Ҫӗнӗлӗхсем тӑрӑх, чрезвычайлӑ лару-тӑру вăхăтĕнче пенсие маларах пама пултараççĕ. ЧС характерне пӑхмасӑрах: федераци, регион, темиçе регионсем хушшинчи, муниципалитет хушшинчи, темиçе муниципалитетсем хушшинчи пулсан та. Ҫавна тӑвас тесен лару-тӑру пирки заявлени ҫырмалла та ăна Пенси фондне памалла.
Раҫҫей ҫыннисем пенсине халӗ почта урлӑ е урӑх организацирен тӳлев илессине суйласа илме пултараҫҫӗ.
Ҫавӑн пекех халӗ вилнӗ ҫыннӑн пенсине унӑн еткерҫисем илме пултарӗç, ҫавна тумашкӑн ПФРа заявлени памалла кӑна.
Аса илтеретпӗр, ноябрӗн 9-мӗшӗнче Ӗҫ министерстви пӗлтернӗ тăрăх тӑрантакана ҫухатнипе страхлав тата социаллӑ пенсисем 18 ҫула ҫитеймен ачасене, 2023 çулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа, тăрантакан вилнĕ кунĕнчен тÿленет, заявлени пама кирлӗ мар .
"МГ" информацийĕпе.