Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
22 Ноябрӗн 2021, 19:26

Пушкӑртстанра 58 пин ваканси уҫӑлнӑ

2020 ҫулхи май уйӑхӗнчен пуҫласа вӗсен йышӗ 20 пин позицине ӳснӗ.

Пушкӑртстанра 58 пин ваканси уҫӑлнӑ
Пушкӑртстанра 58 пин ваканси уҫӑлнӑ

2020 ҫулхи май уйӑхӗнчен пуҫласа вӗсен йышӗ 20 пин позицине ӳснӗ.
2021 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнче республикӑри ваканси банкĕнче 58 пин ваканси пулнӑ, ҫакӑ вара, май уйӑхĕпе танлаштарсан, 53 процента е 20 пин единицӑна нумайрах , ун чухне ваканси — 38 пин единица (2021 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнче — 51 пин ваканси, 2020 ҫулхи ноябрӗн 1-мӗшӗнче - 47 пин ваканси) йӗркеленӗ.
Кун ҫинчен Пушкӑртстан ĕҫ министрӗ Ленара Иванова ноябрӗн 22-мӗшӗнче регион правительствинче оперативлӑ канашлура пӗлтернӗ.
Пушкӑртстанра 2021 ҫулхи 10 уйӑхра ӗҫсĕррисене ĕçе вырнаçтарассин шайӗ 2,5 хут (26 процентран пуҫласа 63 процент таран) ӳснӗ, ӗҫ шырас енӗпе йывӑрлӑхсем куракан граждансене вӑхӑтлӑх ӗҫе вырнаҫасси 3 хут ӳснӗ (658 ҫынтан 2166 ҫын), вӗренме янă граждансен шучĕ 40% ытларах (5769 ҫынтан 8050 ҫын) ÿснĕ.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра 58 пин ваканси уҫӑлнӑ
Пушкӑртстанра 58 пин ваканси уҫӑлнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: