Çутă çул
+12 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
1 Декабрӗн 2021, 10:19

Уйрӑм пурӑнмалли ҫуртсене газификацилеме пулӑшмашкӑн Пушкӑртстанра ҫур миллиард тенкӗ янӑ

Уйрӑм категорисем валли сертификат номинал 60 тата 100 пин тенкӗ шутланать.

Уйрӑм пурӑнмалли ҫуртсене газификацилеме пулӑшмашкӑн Пушкӑртстанра ҫур миллиард тенкӗ янӑ
Уйрӑм пурӑнмалли ҫуртсене газификацилеме пулӑшмашкӑн Пушкӑртстанра ҫур миллиард тенкӗ янӑ

ПР Пуҫлӑхӗн Указӗпе республикӑра уйрӑм пурӑнмалли ҫурт-йӗре газификацилеме граждансен уйрӑм категорийӗсене газ кӗртмешкӗн сертификатсем парасси тата тӳлев малалла пырать.

Хальхи вӑхӑтра сертификат илекенсен республика списокне ҫирӗплетнӗ, вӗсен заявкисене кӑҫалхи ноябрь уйӑхӗнче панӑ. 215 сертификат (пӗтӗмӗшле калӑпӑшĕпе 15 млн тенкӗ ытла) республика центрне мероприятие хутшӑнакансене социаллӑ пулӑшу памалли центрне кӗнӗ ӗнтӗ.

Аса илтеретпӗр, уйрӑм пурӑнмалли ҫуртсене газ кӗртмелли тата тӳлемелли мероприятисем граждансен уйрӑм категорийӗсене 2020 ҫултан пуҫласа ирттереҫҫӗ.  Уйрӑм категорисем валли сертификат номинал 60 тата 100 пин тенкӗ шутланать. Сертификата илме Раҫҫей гражданӗсем пулмалла, Пушкӑртстан Республикинче ялан пурӑнакан, уйрӑм пурӑнмалли ҫурт-йӗр харпӑрлӑх правипе усӑ куракан тата граждансен ҫак категорийӗсен шутне кӗрекен шутланаканскерсем: Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин инваличӗсем, вӑрҫӑ тытăçăвĕсен инваличӗсем, инвалидсем, инвалид ачаллă çемьесем тата нумай ачаллӑ ҫемьесем. Сертификата илме уйрӑм ҫурт хуҫисенчен пӗрне кӑна ирӗк параҫҫӗ. Заявитель сертификата илме правӑпа пӗр хут кӑна усӑ курма пултарать.

 «Башинформ» информацийĕпе.

Уйрӑм пурӑнмалли ҫуртсене газификацилеме пулӑшмашкӑн Пушкӑртстанра ҫур миллиард тенкӗ янӑ
Уйрӑм пурӑнмалли ҫуртсене газификацилеме пулӑшмашкӑн Пушкӑртстанра ҫур миллиард тенкӗ янӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: