Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
8 Декабрӗн 2021, 11:22

Пушкӑртстана сахал тупăшлă ҫемьесене пулӑшма хушма 632 млн тенкӗ парĕç

Правительство Председателӗ Михаил Мишустин хушу çине алӑ пуснӑ.

Пушкӑртстана сахал тупăшлă ҫемьесене пулӑшма хушма 632 млн тенкӗ парĕç
Пушкӑртстана сахал тупăшлă ҫемьесене пулӑшма хушма 632 млн тенкӗ парĕç

Пушкăртстан федераци бюджетӗнчен сахал тупăшлă ҫемьесене пулӑшма хушма 632 млн тенкӗ илĕ. Пӗтӗмпе регионсене виҫӗ ҫултан пуҫласа ҫичӗ ҫул таран ачасемшӗн кашни уйӑхра хушса укҫа тӳлеме 6 миллиард ытла тенкӗ ярӗҫ.

Кун пирки Правительство Председателӗ Михаил Мишустин хушу çине алӑ пуснӑ.

2021 ҫулта ҫак тӗллевсем валли 305 миллиард тенке яхӑн уйӑрнӑ. Виҫӗ ҫултан пуҫласа ҫичӗ ҫул таран ачасемшӗн кашни уйӑхра паракан тӳлеве 2020 ҫулта Президент указӗпе палӑртнӑ. Вӗсене сахал тупӑшлӑ ҫемьесем илеҫҫӗ. Унтан патшалӑх пуҫлӑхӗ ҫакӑн пек пулӑшӑва адреслӑрах тума хушнӑ. Ҫавна май 2021 ҫулта тӳлев правилисене лайӑхлатнӑ. Тÿлеве илме МФЦа ху кайса, социаллӑ хӳтлӗх органӗсем патĕнче е патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче электронлӑ заявлени пама пулать.

«Башинформ» информацийĕпе.

Пушкӑртстана сахал тупăшлă ҫемьесене пулӑшма хушма 632 млн тенкӗ парĕç
Пушкӑртстана сахал тупăшлă ҫемьесене пулӑшма хушма 632 млн тенкӗ парĕç
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: