Баймак районӗнче ачасене асӑннӑ требованисене тивӗҫтермен пурӑнмалли ҫурт-йӗр панă факт тăрăх уголовлӑ ӗҫ хускатнӑ.
Следстви версийӗ тӑрӑх, 2017 ҫулта Баймак район администрацийӗпе уйрӑм предприниматель хушшинче нумай хваттерлӗ икӗ ҫуртра ҫӗнӗ хваттерсем туянма, тӑлӑх ачасене тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасене тивӗҫтерме муниципалитет контрактсем тунӑ, вӗсен калӑпӑшӗ 7,6 млн тенкӗ ытлана ларнă. Муниципалитетпа тунă контрактсем тăрăх туяннӑ хваттерсем пурӑнмалли пӳлӗмсене палӑртакан санитарипе техника требованийӗсене тивӗҫтернĕ. Каярах çав хваттерсене тара пани ҫинчен тунӑ договорсемпе тӑлӑх ачасене панӑ.
Анчах никама пӑхӑнман эксперт тӗпчевĕ строительство вӑхӑтӗнче санитарипе эпидемиологи требованийӗсене тата пушар хӑрушсӑрлӑхӗн требованийӗсене пӑснӑ производство дефекчӗсене кӑтартнӑ.
Ҫапла вара, Баймак район администрацийӗн должноҫри ҫыннисем тӑлӑх ачасене тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасене валли саккунсăр ӗҫӗсене пула, саккунпа палӑртнӑ требованисене тивӗҫтермен хваттерсем туяннӑ.
Уголовлӑ ӗҫе тӗпченине республикӑн следстви управленийӗн ертӳлӗхӗ контрольлесе тӑрать.
"МГ" информацийĕпе.