Çутă çул
+22 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
10 Декабрӗн 2021, 21:18

Уфара "Ĕмĕтсен пултарулӑх елки-2022" акци пуҫланнӑ

"Ĕмĕтсен елки" – федераци проекчĕ.

Уфара "Ĕмĕтсен пултарулӑх елки-2022" акци пуҫланнӑ
Уфара "Ĕмĕтсен пултарулӑх елки-2022" акци пуҫланнӑ

Уфара "Ĕмĕтсен пултарулӑх елки-2022" проект "Единая Россия" партин "Ĕмĕтсен елки" проект шайӗнче старт тунӑ.
– "Ĕмĕтсен елки" – федераци проекчӗ, вӑл малалла та пурнӑҫланĕ. Шӑпах пултарулӑх ӗмӗчӗсене пурнӑҫласси уйрӑм акци шайӗнче пурнӑҫланĕ, – палӑртнӑ "Единая Россия" партин регионти ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Рустем Ахмадинуров.
Пултарулӑх акцине пула ачасем хӑйсен кумирӗпе е республикӑри юратнӑ спортсменпа тӗл пулма, сцена ҫинче тата театр сцени ҫине те тухма пултараҫҫӗ.
Акцие инвалид ачасем, тӑлӑхсем тата ашшӗ-амӑшӗн асӑрхавӗсӗр юлнӑ ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Унта хутшӑнакансен ӳсӗмӗ: 3 ҫултан пуҫласа 17 ҫул таран.
"МГ" информацийĕпе.

Уфара "Ĕмĕтсен пултарулӑх елки-2022" акци пуҫланнӑ
Уфара "Ĕмĕтсен пултарулӑх елки-2022" акци пуҫланнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: