+3 °С
Уҫҫӑнах
Патшалăх Думин ĕҫ, социаллӑ политика тата ӗҫ ветеранӗсен комитечӗ пенсионерсене ҫуллен Çĕнĕ çул умĕнхи тӳллевсем йӗркелемелли саккун проектне хатӗрленӗ, кун пирки "Известия" пӗлтерет.
Саккун проекчӗ ҫумĕнчи ӑнлантару ҫырӑвӗнче каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи инфляци çулталăкăн тапхăрĕпе тӑхӑр процента çитет, ку вара пенсионерсен тупӑшӗ ҫине япӑх витӗм кӳме пултарать .
Тӳлев ҫӑлкуҫӗ Федерацин бюджечӗ пулмалла. Саккун проекчӗн авторӗсем шутланӑ тӑрӑх, 2022 ҫулта ҫак тӗллевсем валли 786,2 миллиард тенкӗ кирлӗ пулма пултарать.
"МГ" информацийĕпе.