Çутă çул
+7 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
22 Декабрӗн 2021, 11:34

Радий Хабиров тăватă ачан ĕмĕтне пурнăçлать

Хăш ачасен ĕмĕтне пурнăçлани çинчен сайтра вулăр.

Радий Хабиров тăватă ачан ĕмĕтне пурнăçлать
Радий Хабиров тăватă ачан ĕмĕтне пурнăçлать

Ĕмĕтсене çырнă теттесемлĕ йывӑҫа "Единая Россия" партин регионти уйрӑмӗнче йӗркеленӗ.

Пӗтӗм Раҫҫейри «Елки желаний» акци ҫӗршывра тӑваттӑмӗш хут иртет ӗнтӗ. Ҫак проекта пула сахал тупăшлă ҫемьесенчен, тӑлӑхсенчен, сывлӑх енчен хӗсӗкрех ҫынсен чи хаклӑ ӗмӗчӗсем пурнӑҫланнӑ.

Кӑҫалхи "Елка желаний" çинчи тӑватӑ шара Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пуçласа илнĕ. Вӑл Чишма районӗнчи 11 ҫулхи Евгений Будановӑн велосипед пирки ĕмĕтленнине, Уфари 8 ҫулхи Нияз Каюмовӑн — квадрокоптер ҫинчен ӗмӗтне пурнӑҫлать. 15 ҫулхи уфимец Данил Ларуков вӑхӑтлӑха поезд машинисчӗ пулма сунчӗ, Зианчура районĕнчи 11 ҫулхи Элина Ямагулова — Уфари ипподромра юланутпа ҫӳреме мастер-класа хутшăнасшăн.

Аса илтеретпӗр, кăмăл тăвакансенчен кирек кам та «Елка желаний» çинчи ӗмӗте пурнӑҫлама пултарать. Ҫавна тӑвас тесен Елкажеланий.рф. порталӗнче регистрациленмелле. Пушкӑртра проекта хутшӑнакансем 500 ҫын ытла пулнă.

Тĕплĕнрех: https://tuvest.ru/news

Радий Хабиров тăватă ачан ĕмĕтне пурнăçлать
Радий Хабиров тăватă ачан ĕмĕтне пурнăçлать
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: