Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
23 Декабрӗн 2021, 15:01

Спонсорсенчен Çĕнĕ çул парнисем илнĕ

Стационарлӑ социаллӑ пулӑшу ӗҫӗн уйрӑмне «Добрые вещи» акци шайӗнче кирлӗ япаласем панă.

Спонсорсенчен Çĕнĕ çул парнисем илнĕ
Спонсорсенчен Çĕнĕ çул парнисем илнĕ

Декабрӗн 23-мӗшӗнче Хĕл Мучипе Юрпике Кăрканти ватăсен тата инвалидсен стационарлӑ социаллӑ пулӑшу памалли уйрăмĕнче тата уйрӑмра ӗҫлекен Кăрканти социаллӑ приютăн воспитанникĕсене çитес Ҫӗнӗ çул ячӗпе саламланă.

Стационарлӑ социаллӑ пулӑшу ӗҫӗн уйрӑмне «Добрые вещи» акци шайӗнче кирлӗ япаласем панă.

Социаллӑ приютри ачасем валли ҫӗнӗ ҫул парнисене, районти кӗмӗл волонтерсем туса хатӗрленӗ ҫыхнӑ япаласене, "Все сбудется" акци шайӗнче хатӗрленӗ.

Япаласем пуҫтарас ӗҫре пулӑшнисене тата Уфари спонсорсене пурне те тав тӑваççĕ.

#КенгерМенеуз
#БижбулякскийРайон
#ВсеСбудется
#ДобрыеВещи

 

Сăнÿкерчĕкĕсем: çамрăксен "Вектор" центрĕн социаллă сетьĕнчи страницинчен.

Спонсорсенчен Çĕнĕ çул парнисем илнĕ
Спонсорсенчен Çĕнĕ çул парнисем илнĕ
Спонсорсенчен Çĕнĕ çул парнисем илнĕ
Спонсорсенчен Çĕнĕ çул парнисем илнĕ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: