Вӑйпитти ҫынсемшӗн ун калӑпӑшне 13 793 тенке ҫити ӳстерӗҫ, пенсионерсемшӗн 10 882 тенкӗ таранччен, ҫул ҫитмен ачасемшӗн – 12 274 тенкӗ таранччен.
2021 ҫулта пирӗн ҫӗршыври пурнас минимум пӗтӗмӗшле 11 702 тенкӗ пулнӑ. Вӑйпитти ҫынсемшӗн ӑна 12 702 тенке ҫитернӗ, пенсионерсемшӗн – 10 022 тенкӗ, ачасемшӗн – 11 303 тенкӗ.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2022 ҫулхи бюджет проектӗнче палӑртнӑ пурăнма кирлĕ минимумӑн 2,5 % ӳсӗмӗпе килӗшмен.
"2022 ҫулта пурăнма кирлĕ минимумӑн ҫӳллӗрех шайне ҫирӗплетме сӗнетӗп, вӑл инфляци темпӗсемпе танлаштарсан, пысӑкрах пулмалла», - тесе палӑртнӑ вӑл.
Пурăнма кирлĕ минимум никӗсӗнче ачаллӑ ҫемьесен социаллӑ тӳлевӗсене палӑртаҫҫӗ, ҫавӑн пекех пенси ҫумне хушса паракан федераллӑ тата регионри социаллӑ тӳлевсене.
http://suvargazeta.ru/news/