Çутă çул
+6 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
11 Кӑрлач 2022, 20:12

2022 ҫулта социаллă тÿлевсен виҫи улшӑнни ҫинчен Пушкăртстанăн Ĕҫ министерствинче каласа панă

Пушкӑртстанри Çемье, ӗҫ тата халăхăн социаллӑ хӳтлӗхӗн министерствинче 2022 ҫулта тӑкаксен виҫи улшӑнни ҫинчен каласа панă.

2022 ҫулта социаллă тÿлевсен виҫи улшӑнни ҫинчен Пушкăртстанăн Ĕҫ министерствинче каласа панă
2022 ҫулта социаллă тÿлевсен виҫи улшӑнни ҫинчен Пушкăртстанăн Ĕҫ министерствинче каласа панă

Пушкӑртстанри Çемье, ӗҫ тата халăхăн социаллӑ хӳтлӗхӗн министерствинче 2022 ҫулта тӑкаксен виҫи улшӑнни ҫинчен каласа панă. Январĕн 1-мӗшӗнчен пуҫласа чи пӗчӗк ӗҫ укҫин (МРОТ) виçи - 8,6%, 2021 ҫулхипе танлаштарсан, ÿсет. Республикӑра пурӑнакансемшӗн район коэффициентне шута илсен вӑл 15 973,5 тенкӗ шутланать. Ачасене 3 ҫултан пуҫласа 7 ҫул таран пысӑклатнӑ тӳлев виҫи 5 339,5/ 8 009 25, 10 679 тенкӗ .
Виҫҫӗмӗш ачашăн тÿлекен пособисен сумми 10 679 тенкӗ таран ӳснӗ.
Пӗрремӗш ача пуҫне уйӑхне паракан укҫа ҫавӑн пекех 10 679 тенкӗ таран ӳснӗ.
2022 ҫулта ачаллă ҫемьесемпе ҫыхӑннӑ тепӗр пысӑк ҫӗнӗ хыпар ӗҫлеме пуҫланӑ. Çемьери пĕр çын пуçне тивекен вӑтам тупӑшӗн виҫи пурӑнма кирлӗ чи пӗчӗк виҫерен икĕ хут иртмесен, пӗрремӗш тата виҫҫӗмӗш ачашăн тӳлев илмелли право илĕç: 24 000 тенкӗрен кая мар (маларах 21 282 тенкӗ пулнӑ).
Тӑлӑх ачасене хваттер юсама паракан тӳлев виҫи 50 пинтен пуҫласа 150 пин тенкӗ таран пысӑкланнӑ.
Ӗҫсӗрлӗх енӗпе паракан пулӑшăван чи пысӑк виҫи 14 710,8 тенкӗ таран ӳснӗ, чи пӗчӗк виҫи улшӑнман (1 725 тенкӗ).
Пенси фондне халăха социаллă пулăшу паракан уйрăмран социаллӑ пулӑшу памалли темиҫе мерӑсем уйӑрса параҫҫӗ. Ҫакӑ вӑл радиаци илнĕ граждансене, ачаллă ӗҫлемен граждансене, реабилитациленнисене, ҫар служащийӗсен ҫемйисене, инвалидсене (инвалид ачасене ) ОСАГО договорĕпе компенсаци тÿлесси, ачана çемьене вырнаҫтарнӑ чухне пӗр хутчен пулӑшу паракан укҫа-тенкӗпе тивӗҫтерме тивекен тӳлеве.
Халĕ инвалидлӑхпа паракан пенсине заявлени çырмасăрах йӗркелеме май пур. Пенси фончӗ инвалидсен Федераци реестрӗнчен инвалидсен ушкӑнне вырнаҫтарасси ҫинчен асӑннӑ даннӑйсене илсенех, ӑна автоматла пенси тӳлеме палӑртать. Ҫыннӑн ӑна мӗнле счет çине илес килнине ҫеҫ пĕлтермелле.
"Башинформ" информацийĕпе.

2022 ҫулта социаллă тÿлевсен виҫи улшӑнни ҫинчен Пушкăртстанăн Ĕҫ министерствинче каласа панă
2022 ҫулта социаллă тÿлевсен виҫи улшӑнни ҫинчен Пушкăртстанăн Ĕҫ министерствинче каласа панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: