Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
18 Кӑрлач 2022, 21:30

Пушкӑртстанра социаллӑ тата ӗҫ интеграцийӗн Мультицентрне йӗркелеме планлаҫҫӗ

Премьер-министр комфортӑн тӗп пайӗ - лайӑх ӗҫ пурри тесе палӑртнӑ.

Пушкӑртстанра социаллӑ тата ӗҫ интеграцийӗн Мультицентрне йӗркелеме планлаҫҫӗ
Пушкӑртстанра социаллӑ тата ӗҫ интеграцийӗн Мультицентрне йӗркелеме планлаҫҫӗ

Республикӑри Мультицентрне Ленинград облаҫӗнчи Всеволожск хулин центрӗн тӗслӗхӗпе йӗркеленӗ. Кун ҫинчен Пушкăртстан ҫемье, ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗхӗн министрӗ Ленара Иванова регион премьер-министрӗ Андрей Назаров ирттернӗ республика правительствин ларӑвӗнче пӗлтернӗ.
Пушкӑртстанра социаллӑ тата ӗҫ интеграцийӗн Мультицентрне йӗркелеме палӑртнӑ, ҫакӑ сывлӑх кăлтăкĕсемлĕ граждансене ӗҫе вырнаҫмалли йывӑрлӑхсене татса пама май парать. Центрта професси диагностики тата юрӑхлӑ професси суйласа илмелли, инвалидсене професси суйласа илмелли тата адреслӑ ӗҫе вырнаҫтармалли майсем йӗркелеме палӑртнӑ. Пушкӑртстанра ҫакӑн пек центр тума Салаватри механикӑпа строительство колледжӗн ҫуртне пӑхса тухнӑ.
Премьер-министр комфортӑн тӗп пайӗ - лайӑх ӗҫ пурри тесе палӑртнӑ.
"МГ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра социаллӑ тата ӗҫ интеграцийӗн Мультицентрне йӗркелеме планлаҫҫӗ
Пушкӑртстанра социаллӑ тата ӗҫ интеграцийӗн Мультицентрне йӗркелеме планлаҫҫӗ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: