Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
24 Кӑрлач 2022, 14:46

Пушкӑртстанра тин ҫуралнӑ ачасем валли парне пуххине улӑштарма шут тытнă

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен парне сакӑр япаларан пулать.

Пушкӑртстанра тин ҫуралнӑ ачасем валли парне пуххине улӑштарма шут тытнă
Пушкӑртстанра тин ҫуралнӑ ачасем валли парне пуххине улӑштарма шут тытнă

Тин ҫуралнӑ ачасем валли набор тытӑмӗ пысӑкланӗ, Çемье, ĕҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтерчӗҫ.

Паллӑ ӗнтӗ, Пушкӑртстанра 20 ҫул ытла — 2001 ҫултанпа вырӑнти ача çуратмалли çуртсенче ҫуралнă мӗнпур пӗчӗк ачана республика влаҫӗсем чи малтан кирлĕ япаласем хунă пӗр карҫинкка парнелеҫҫӗ. Вӑхӑтран вӑхӑта хаксем те, набор составӗсем те улшӑнаҫҫӗ. Сӑмахран, пӗлтӗр набора 6 япала кӗнӗ — ку кӗтес, ача-пӑча кофти, ползунки, шапка, плед тата пушар извещателӗ.

Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен вара парне сакӑр япаларан пулать: кӗтес, кофта, ползунки, шапка, пушар извещателӗ, сумка, утиял тата ҫыхнӑ комбинезон.

 «МГ» информацийĕпе.

Сăнÿкерчĕкĕ: уçă çăлкуçсенчен.  

Пушкӑртстанра тин ҫуралнӑ ачасем валли парне пуххине улӑштарма шут тытнă
Пушкӑртстанра тин ҫуралнӑ ачасем валли парне пуххине улӑштарма шут тытнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: