Çутă çул
+2 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
18 Нарӑсӑн 2022, 12:39

РФ Министрсен Кабинечӗ коронавируса пула инвалидность илес çăмăллатнă йӗркене июлӗн 1-мӗшӗччен тăсать

Пандеми вăхăтӗнче кунашкал формата йышăнни питӗ пӗлтерӗшлӗ.

РФ Министрсен Кабинечӗ коронавируса пула инвалидность илес çăмăллатнă йӗркене июлӗн 1-мӗшӗччен тăсать
РФ Министрсен Кабинечӗ коронавируса пула инвалидность илес çăмăллатнă йӗркене июлӗн 1-мӗшӗччен тăсать

«Пандеми вăхăтӗнче кунашкал формата йышăнни питӗ пӗлтерӗшлӗ. Пур сервиссене лайăхлатма тăрăшăпăр, вӗсене меллӗрех тăвăпăр», - тенӗ Раççейӗн Премьер-министрӗ Михаил Мишустин.
Вăл палăртнă тăрăх, çакă çынсене тӗрлӗрен инстанцисем тăрăх куçса çӳрессинчен хăтарать. Маларах панă группăна çирӗплетме е инвалидлăха регистрацилеме граждансен медицинăпа социаллă экспертиза бюроне хăйсен килмелле пулмасть. Мишустин сăмахӗсемпе, производствора сиен курнă граждансемпе профессионаллă чирсемпе аптăракансене те çак йӗрке пырса тивет. Вӗсем страховка тӳлевӗсене илме кирлӗ справкăсене удаленкăпа усă курса çыртарма пултараççӗ.

http://suvargazeta.ru/news/

РФ Министрсен Кабинечӗ коронавируса пула инвалидность илес çăмăллатнă йӗркене июлӗн 1-мӗшӗччен тăсать
РФ Министрсен Кабинечӗ коронавируса пула инвалидность илес çăмăллатнă йӗркене июлӗн 1-мӗшӗччен тăсать
Автор:
Читайте нас: