Çутă çул
+17 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
31 Майӑн 2022, 20:51

Пушкӑртстанра нумай ачаллӑ 22 хӗрарӑм "Амӑшӗн мухтавӗ" медальлĕ пулса тӑнӑ

Наградӑпа 17 пин тенкӗ чухлӗ укҫа премийӗ параççĕ.

Пушкӑртстанра  нумай ачаллӑ 22 хӗрарӑм "Амӑшӗн мухтавӗ" медальлĕ пулса тӑнӑ
Пушкӑртстанра нумай ачаллӑ 22 хӗрарӑм "Амӑшӗн мухтавӗ" медальлĕ пулса тӑнӑ

Пушкӑртстан Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров пилӗк тата ытларах ача ҫитӗнтерекен 22 хӗрарӑма "Амӑшӗн мухтавӗ" медальпе наградӑласси ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ. Тивӗҫлӗ документа республикӑн право информацийӗн официаллӑ интернет-порталӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
Наградӑпа 17 пин тенкӗ чухлӗ укҫа премийӗ параççĕ. Тӳлеве ачасене пурӑнма лайӑх майсем йӗркелеме янӑ.
Медале 1998 ҫултан пама тытăннă. Ҫак хушӑра ӑна сакӑр пин ытла нумай ачаллă хĕрарăма панă.
"Башинформ" информацийĕпе.

Пушкӑртстанра  нумай ачаллӑ 22 хӗрарӑм "Амӑшӗн мухтавӗ" медальлĕ пулса тӑнӑ
Пушкӑртстанра нумай ачаллӑ 22 хӗрарӑм "Амӑшӗн мухтавӗ" медальлĕ пулса тӑнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: