Çутă çул
+4 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
16 Августӑн 2022, 20:55

Социаллă çăмăллах илме Пушкӑртстанра шкул ачисен ашшӗ-амӑшӗсен социаллă хÿтлĕх органӗсене каймалла мар

Сӑмах сахал тупăшлă ҫынсен йышӗнчи ҫемьесем илекен справка ҫинчен пырать.

Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланас умӗн Çемье, ӗҫ тата халӑхӑн социаллӑ хӳтлӗх министерстви шкул ачисен ашшӗ-амӑшне аса илтерет: ҫӑмӑллӑх илес тесен республикӑри халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр е МФЦ уйрӑмӗн филиалне ҫемьене сахал тупăшлă ҫынсен шутне кӗртекен справкӑсем илме кайма кирлӗ мар.
Вӗренӳ заведенийӗсем ҫак информацие web-сервис тӗпе хурса ятарласа тунӑ кабинет урлӑ хӑйсем тӗллӗнех ыйтса пӗлме пултараҫҫӗ.
Интереслентерекен ыйтусем пирки 8 (347) 200-80-80 нумай каналлӑ телефонпа социаллӑ пулӑшу парасси ҫинчен тӗплӗ консультаци илме пулать. Ҫавӑн пекех ҫакна пӗлтеретпӗр: Республикӑри социаллӑ пулӑшу центрӗн официаллӑ сайтӗнче ыйтакан вырӑнӗпе документсем (справкӑсем) тума юрать. http://rcspn.mintrudrb.ru/reference.
МИХ социаллă сетьри страницинчен.

Социаллă çăмăллах илме Пушкӑртстанра шкул ачисен ашшӗ-амӑшӗсен социаллă хÿтлĕх органӗсене каймалла мар
Социаллă çăмăллах илме Пушкӑртстанра шкул ачисен ашшӗ-амӑшӗсен социаллă хÿтлĕх органӗсене каймалла мар
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: