Çутă çул
+2 °С
Юр
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
20 Сентябрӗн 2022, 18:26

Тата икӗ тӑлӑх ачана хваттер уҫҫи панă

- Ҫулталӑк вӗҫлениччен эпир пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма конкурс ирттерӗпӗр, ӑна илме черетре тӑракансем валли хваттер туянӑпӑр-ха, - тенӗ опека секторӗпе попечительство заведующийӗ Флюра Юмагузина.

Тата икӗ тӑлӑх ачана хваттер уҫҫи панă
Тата икӗ тӑлӑх ачана хваттер уҫҫи панă

Савӑнӑҫлӑ событи Пишпÿлек районӗнче пурӑнакан ашшӗ-амӑшӗсӗр тӑрса юлнӑ икӗ тӑлӑх ачасен пурнăçĕнче пулнă. Вӗсене хваттер уҫҫисем панă. Вӗсемшӗн ку ӗҫ уйрӑммӑнах савӑнӑҫлӑ, мӗншӗн тесен вӗсем ҫак саманта ҫулталӑк ытла кӗтнӗ. Хваттер уҫҫисене район администраци пуҫлӑхӗ Артур Зарипов панă. Ӑшӑ та ирӗклӗ лару-тӑрура иртнӗ тӗлпулура администраци пуҫлӑхӗ ачасене пурӑнмалли ҫурт-йӗр илнӗ ятпа саламланă, ачасен ҫитес вӑхӑтри планӗсемпе кӑсӑкланнă. Малалла ачасем опека секторӗпе попечительство заведующийӗпе Флюра Фазылгаяновна Юмагузинапа пӗрле хваттерсене пӑхма кайнă.
- Ҫулталӑк вӗҫлениччен эпир пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма конкурс ирттерӗпӗр, ӑна илме черетре тӑракансем валли хваттер туянӑпӑр-ха, - тенӗ опека секторӗпе попечительство заведующийӗ Флюра Юмагузина.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлек район администрацин социаллă сетьри страницинчен.

 

Тата икӗ тӑлӑх ачана хваттер уҫҫи панă
Тата икӗ тӑлӑх ачана хваттер уҫҫи панă
Тата икӗ тӑлӑх ачана хваттер уҫҫи панă
Тата икӗ тӑлӑх ачана хваттер уҫҫи панă
Тата икӗ тӑлӑх ачана хваттер уҫҫи панă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: