Çутă çул
+13 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
10 Ноябрӗн 2022, 20:03

Владимир Путин ӑс-хакӑл хаклӑхӗсене сыхласа хӑвармалли указ ҫине алӑ пуснă

#владимирпутин

Владимир Путин ӑс-хакӑл хаклӑхӗсене сыхласа хӑвармалли указ ҫине алӑ пуснă
Владимир Путин ӑс-хакӑл хаклӑхӗсене сыхласа хӑвармалли указ ҫине алӑ пуснă

#владимирпутин
Раҫҫейре ӑс-хакӑл хаклӑхӗсене упрас енӗпе патшалăх политикин никӗсне ҫирӗплетнӗ.
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин йӑлана кӗнӗ ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-сипет хаклӑхӗсене упрас тата ҫирӗплетес енӗпе патшалӑх политикин никӗсӗсем ҫинчен калакан указа алӑ пуснӑ, пӗлтерет РИА Новости официаллӑ интернет-право информацийӗн портале тĕпе хурса.
Документра "йӑлана кӗнӗ хаклӑхсем" - "Раҫҫей гражданӗсен тавракурӑмне пӗр ӑруран тепӗр ӑрӑва куҫаракан, пӗтӗм Раҫҫейри граждан идентлӑхӗпе ҫӗршывӑн пӗр культура анлӑшӗнче выртакан, гражданла пӗрлӗхе ҫирӗплетекен, Раҫҫейри нумай нациллӗ халӑхӑн ăс-тăнри, историллӗ тата культурӑллӑ аталанӑвӗнче хӑйӗн сайра тӗл пулакан, хӑйне евӗрлӗ хӑватне тупакан нравственность ориентирӗсем" тесе ҫырнӑ.
Унсӑр пуҫне, документра Раҫҫей сӑнарне пӗтӗм этемлӗхӗн йӑлана кӗнӗ ӑс-хакӑлпа кӑмӑл-туйӑм хаклӑхӗсене сыхлакан тата хӳтӗлекен тесе пӗтӗм тӗнчери арена ҫинче йӗркелесси ҫинчен каланӑ.
Указра вырӑс чӗлхине хӳтӗлесси пирки те, ҫавӑн пекех ют ҫӗршыв сӑмахӗсемпе ытлашши усӑ курмалла марри те пур.


"МГ" информацийĕпе.

Владимир Путин ӑс-хакӑл хаклӑхӗсене сыхласа хӑвармалли указ ҫине алӑ пуснă
Владимир Путин ӑс-хакӑл хаклӑхӗсене сыхласа хӑвармалли указ ҫине алӑ пуснă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: