1992 ҫулта Пӗрлештернӗ нацисен организацийӗ инвалидсен Пӗтӗм тӗнчери кунне уявласси ҫинчен решени йышӑннă. Декабрӗн 3-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери инвалидсен кунне палăртса инвалидсен проблемисене тимлеме, вӗсен тивӗҫлӗхне, прависене тата ырлӑхне хӳтӗлеме, инвалидсем политика, социаллӑ, экономика тата культура пурнӑҫне хутшӑннинчен общество мĕнле лайӑх енсене явӑҫтарма пултарнине кăтартма тӗллев лартаҫҫӗ. Ку темӑпа Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулти 9-10 классенче "Дари добро" тата "Сделай мир добрее" мини-тренингсем ирттернĕ. Психотехника упражненийӗсем ачасене сывлӑх енчен начар тӗрлӗ ҫынсен уйрӑмлӑхӗсене ӑнланма пулӑшнă, видеофильмсем вара этем кӑмӑлӗпе характерӗн вӑйне туйма май панă.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри 2-мĕш вăтам шкулăн социаллă сетьри страницинчен.