Çутă çул
+3 °С
Уҫҫӑнах
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
26 Кӑрлач 2023, 10:30

Пушкӑртстан Республикинче прокуратура тăрăшнипе ултă ҫулти инвалид ача валли пандус вырнаҫтарнӑ

Хула прокурорӗ муниципалитет пуҫлӑхӗн ячĕпе асăрхаттару янă", - тесе пӗлтернӗ надзор ведомствинче.

Пушкӑртстан Республикинче прокуратура тăрăшнипе ултă ҫулти инвалид ача валли пандус вырнаҫтарнӑ
Пушкӑртстан Республикинче прокуратура тăрăшнипе ултă ҫулти инвалид ача валли пандус вырнаҫтарнӑ

Салават хулин прокуратури инвалидсене социаллӑ хӳтлӗх парасси ҫинчен калакан саккунсене пурнӑҫланине тӗрӗсленӗ. "Башинформа" регионти надзор ведомствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗревпе хускану аппарат чирӗпе асапланакан ултă ҫулти ача иккӗмӗш хутри хваттерте пурӑннине, кресло-коляска ҫинче куҫса ҫӳренине палӑртнӑ.
"Пурӑнмалли ҫурт подъездне саккун хушнине пӑхмасӑрах ачана пурӑнмалли пӳлӗме ним чӑрмавсӑр кӗме тивӗҫтермелли пандуспа йӗркелемен, вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗ вара инвалидсем валли май пур хутлӑха тӗрӗслес тата тивӗҫтерес енӗпе тивӗҫтермен. Ҫавна май хула прокурорӗ муниципалитет пуҫлӑхӗн ячĕпе асăрхаттару янă", - тесе пӗлтернӗ надзор ведомствинче.
Прокуратура хутшӑннӑ хыҫҫӑн вырӑнти влаҫсем подъездра модульлӗ телескоп пандусне туянса юсанӑ.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-01-25/v-bashkirii-prokuratura-dobilas-ustanovki-pandusa-dlya-6-letnego-malchika-invalida-3118647


Сӑнӳкерчӗкĕ: "Башинформ" архивӗ.

Пушкӑртстан Республикинче прокуратура тăрăшнипе ултă ҫулти инвалид ача валли пандус вырнаҫтарнӑ
Пушкӑртстан Республикинче прокуратура тăрăшнипе ултă ҫулти инвалид ача валли пандус вырнаҫтарнӑ
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: