"Круг добра" ырӑлӑх фончӗ пулӑшу тӗсӗсен переченьне анлӑлатнă. Фонд пулӑшакан 71 сайра чир ҫумне тата тепӗр япала – ҫурӑм мимин мӑй пайӗн миелопатийӗ, ӳпке вентиляцийӗн аппарачӗпе кӑткӑсланнӑскер, хушӑннӑ.
Чире ҫӗнтерме MARK IV препарат туянма хатӗрленекен пулӑшать.
Ҫавӑн пекех "Круг добра" эксперт канашӗ сиплев меслетне - кардиологи пулӑшӑвӗн виҫҫӗмӗш тӗсне ырланă, ăна фонд тӳлет. “Круг добра" 5 528 подопечнăйне пулӑшать, вӗсенчен – пирӗн регионтан - 168.
Фонд эксперт канашӗ ачасене хаклӑ эмелсемпе тивӗҫтермелли тата 75 заявкӑна ырланӑ.
Пушкӑртстанри Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2021 ҫулта "Круг добра" фонд регионти 34 ачана, 2022 ҫулта – 134 ачана пулӑшнӑ.
2023 ҫулхи апрелӗн 1-мӗшӗнче 168 ачана эмел препарачӗсемпе тивӗҫтернӗ.
"Круг добра" фондне Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе 2021 ҫулхи январӗн 5-мӗшӗнче ачасене сайра, йывӑр орф чирӗсемпе кӗрешме пулӑшмашкӑн туса хатӗрленӗ.
Регистрацилемен хаклӑ препаратсене туянаҫҫӗ тата эмеллемелли инноваци меслечӗсене укҫа-тенкӗ параҫҫӗ.
https://abzelil.com/articles/obshchestvo/2023-04-14/168-detey-iz-bashkortostana-s-2021-goda-poluchili-pomosch-blagotvoritelnogo-fonda-krug-dobra-3220116