Сакӑр ҫулран аслӑрах инвалид ача пур ҫемьере ашшӗ-амӑшӗсенчен пӗри маларах пенсие тухма пултарать. Амăшĕ — 50 ҫулта 15 ҫул страхлав стажӗпе, ашшĕ — 55 ҫулта, страхлав стажĕ 20 ҫул пулсан.
Срокчен маларах пенси тӑвас тесен вырӑнти Соцфонда е МФЦ уйрӑмне кайӑр та малтанах паспорт, СНИЛС, ӗҫ кӗнеки тата инвалидлӑх ҫинчен справка хатӗрлӗр.
Сӑмах май, опекунсем те пенсие маларах тухма пултараҫҫӗ. Вӗсемшӗн пенси ҫулӗ кашни ҫулталӑк ҫурӑ хушшинче пӗр ҫул чакать, анчах пилӗк ҫултан ытла мар. Чи кирли — ача саккӑр тултариччен опекун пулмалла.
Ыйтусем юлчӗҫ пулсан, вӗсене телефонпа пӗрлехи контакт центрӗ хурав тупма пулать:
8 800 100 000 1.
#ОбъясняемРФ #ОбъясняемБашкортостан