Çутă çул
-1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
13 Сентябрӗн 2023, 10:04

Нумай ачаллӑ амӑшӗсен срокчен маларах пенсие каймалли прави ҫинчен

#ОбъясняемРФ #ОбъясняемБашкортостан

Нумай ачаллӑ амӑшӗсен срокчен маларах пенсие каймалли прави ҫинчен
Нумай ачаллӑ амӑшӗсен срокчен маларах пенсие каймалли прави ҫинчен

Миҫе ҫулта нумай ачаллӑ амӑшӗ пенсие тухма пултарать – Раҫҫейри Социаллӑ фондăн Пушкӑрт Республикинчи специалисчӗсем ӑнлантарса параҫҫӗ.

Нумай ачаллӑ амӑшӗ пенсие хăçан тухасси ача йышӗнчен килет.

Хӗрарӑм виҫӗ ача ҫуратса ӳстернӗ пулсан – вӑл 57 ҫулта пенсие срокчен маларах тухма пултарать.

Хӗрарӑмӑн тӑватӑ ача пулсан - 56 ҫулта.

Пиллӗк е ытларах пулсан - пенсие 50 ҫулта йӗркелеме пулать.

Шута илмелли паха самантсем пур:

Асӑннӑ категорисемшӗн пенси лартмалли обязательнӑй услови вӑл - ашшӗ-амӑшӗн прависене ҫухатнӑ факт ҫукки е усрава илнине улӑштарни.

Срокчен страхлав пенсийӗ палӑртас тапхӑрта ҫемьери ачасем пурте сакăр ҫула ҫитмелле.

Анчах нумай ачаллӑ амӑшне пенсине тухма 15 ҫултан кая мар страхлав стажӗ кирлӗ.

2023 ҫулта, срокчен пенси коэффициенчӗ 25,8 ҫултан кая мар пулмалла.

Социаллӑ тата пенси тивӗҫтерес ыйтусем енӗпе пӗрлехи контакт-центр телефонӗпе консультаци илме пулать: 8 (800) 1-000001

Пушкӑртстанри Социаллӑ фондӑн клиент службисем: https://vk.cc/cleqKt
#ОбъясняемРФ #ОбъясняемБашкортостан

https://vk.com/obyasnyaem102

 

Нумай ачаллӑ амӑшӗсен срокчен маларах пенсие каймалли прави ҫинчен
Нумай ачаллӑ амӑшӗсен срокчен маларах пенсие каймалли прави ҫинчен
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: