Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Пушкӑртстан Республикинче 283 пин ытла ача ашшӗ-амӑшӗ пӗрлехи пособи илнӗ. Пособисене социаллӑ казначейство форматӗнче йӗркелеҫҫӗ. Ҫакна тума патшалӑх службин порталӗ урлӑ панӑ пӗр заявлени те ҫителӗклӗ, ҫемье тупӑшӗсемпе пурлӑхӗ ҫинчен калакан сведенисене вара специалистсем ведомство ыйтӑвӗн шайӗнче тӗрӗслеҫҫӗ, пӗлтернӗ РФ Соцфондӗнчи Пушкӑрт уйрӑмӗн пресс-службинче.
Пӗрлехи пособие Раҫҫейре 2023 ҫултан пуҫласа хута янӑ. Пособи маларах пулӑшакан темиҫе мерӑна пӗрлештернӗ. Тӳлев уйӑрнӑ чухне ҫемье тупӑшӗсемпе пурлӑхне комплекслӑ хаклавпа усӑ кураҫҫӗ, ҫавӑн пекех ашшӗ-амӑшӗн ӗҫ-хӗлне шута илеҫҫӗ.
Республикӑна 2023 ҫулта федераци бюджетӗнчен ача-пӑча пособийӗсене тӳлеме 5,4 миллиард ытла тенкӗ уйӑрнӑ.
https://www.bashinform.ru/news/social/2023-10-27/v-bashkirii-edinoe-posobie-poluchili-roditeli-bolee-283-tysyach-detey-3495913