Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Зарипов Кăрканти ачасемпе ҫул çитменнисем валли приютра юсав ӗҫӗсем пынине тĕрĕсленĕ.
— Иртнӗ ҫул Пишпÿлек районне килнӗ чухне республика Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров Кăрканти ачасемпе çул çитменнисем валли социаллӑ приют çурчĕн тăррине юсама хушнӑ. Акӑ кӗркунне ӗҫ пуҫланчĕ. Ҫурт тӑррине витнĕ ӗнтӗ, пӳлӗмсене шалтан юсаҫҫӗ. Паян хамӑр ӗҫтешсемпе тата районсем хушшинчи "Ҫемье" район центрӗн директорӗпе Наталья Лавровапа пӗрле ирттернӗ техсовет вӑхӑтӗнче хамах ӗнентӗм. Часах пӗтӗм ӗҫ вӗҫленет, соцприютӑн воспитанникӗсем каллех занятисене пуҫӑнма пултараҫҫӗ.
Сăнÿкерчĕкĕсем: Артур Зариповăн социаллă сетьри страницинчен.