Ҫӗнӗ çул умӗн Пишпÿлекри ҫамрӑк гвардеецсем Пишпÿлек районӗнчи Кăркан ялĕнче вырнаҫнӑ ачасемпе çул çитменнисем валли социаллӑ приют уйрӑмне тата Пишпÿлек районӗнчи ватӑ граждансемпе инвалидсене социаллӑ пулӑшу ӗҫӗсен стационарлӑ тивӗҫтерӗвӗн уйрӑмне ҫитсе курнӑ.
Активистсем Пишпӳлек районӗнчи çамрӑксен "Вектор" центрĕ ирттерекен "Пурте пурнӑҫланӗ" социаллӑ акци шайӗнче ӑшӑ алсишсем, ҫӑм чӑлхасем (кӗмӗл волонтерсем çыхнă) панă.
"Ҫулсеренех эпир социаллӑ приютри ачасем патĕнче пулатпăр, вӗсене парнесем паратпӑр. Ачасене телей, ырлӑх, пур ӗҫре те ҫитӗнӳсем, ҫемьере мир тата килӗшӳ сунатпӑр", - ӑнлантарать МГЕР активисчӗ Ирина Садыкова.
#МолодаяГвардия #МолодаяГвардияРБ
#БижбулякскийРайон #Бижбуляк
Сăнÿкерчĕкĕсем: Пишпÿлекри çамрăксен "Вектор" центрăн социаллă сетьри страницинчен.