Çутă çул
+11 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
29 Декабрӗн 2023, 10:20

Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ муниципалитетра "Ĕмӗт елки" акцие хута янă

Пишпÿлекри Матвей Васильевăн ҫӗнӗ ҫул çырăвне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов уҫнӑ.

Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ муниципалитетра "Ĕмӗт елки" акцие хута янă
Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ муниципалитетра "Ĕмӗт елки" акцие хута янă

Пишпÿлек районӗнче акци пуҫланнӑ. "Ĕмӗт елки" район администрацийӗн фойинче вырнаҫнӑ, унта Хĕл Мучи валли ача-пӑча ҫырӑвӗсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ. Пишпÿлекри Матвей Васильевăн ҫӗнӗ ҫул çырăвне район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Артур Мухлисович Зарипов уҫнӑ.
Часах Матвей Хӗл Мучинчен ҫӗнӗ ҫул парнине Артур Мухлисович аллинчен илет.
Район администрацийӗн ӗҫченӗсем, пӗтӗм шайри депутатсем, организацисен ертӳҫисем ачасен ҫырӑвӗсенчи ĕмĕчĕсене кӑмӑлтан пурнӑҫлама пуҫланă.
Ыркăмӑллӑх акцине кашниех хутшӑнма пултарать, халал ӗмӗтне пурнӑҫласса питӗ кӗтекен ҫынна тӗлӗнмеллĕх тата асамлӑх парнелес килет.

Ирина ФОМИНА.
Сăнÿкерчĕкĕ: Артур Зариповăн социаллă сетьри страницинчен.

 

Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ муниципалитетра "Ĕмӗт елки" акцие хута янă
Пишпÿлек район администрацийӗн пуҫлӑхӗ муниципалитетра "Ĕмӗт елки" акцие хута янă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: