Кун пирки февралӗн 12-мӗшӗнче, ЦУРти Пушкӑрт Правительствин оперативлӑ канашлӑвӗнче ПР халӑх, ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Ленара Иванова пӗлтернӗ.
Ҫирӗплетнӗ плана 153 пункт кӗнӗ, вӗсем сывлӑх, реабилитаци, абилитаци, вӗренӳ тата ӗҫ-хӗл тытӑмне сыхласси, сывлăх начартарах çынсене творчество енчен аталантарасси, халӑхӑн ҫак категорине пулӑшу памалли тытӑма нормативлӑ право тӗлӗшӗнчен тивӗҫтермелли тытӑма лайӑхлатасси, ҫавӑн пекех Пӗтӗм Раҫҫейри тата регион шайӗнчи форумсемпе ӑмӑртусем ирттересси, инклюзивлӑ спорта аталантарасси ҫинчен калаҫҫӗ.
Пуш уйӑхӗнче республикӑра ҫитӗннӗ инвалидсен уйрӑм категорийӗсене реабилитацилеме сертификатсем пама пуҫлаççĕ. Ҫавӑн пекех ҫуркунне Уфара "Социаллӑ такси" хута ярӗҫ, Пушкӑрт тӑрӑхӗнчи инклюзивлӑ экскурсиллӗ автобус турĕсем пулӗҫ.
Регион Пуҫлӑхӗ хушнипе йӗркеленӗ ӗҫ ушкӑнӗн саккун базине тишкермелле тата нормативлӑ право акчӗсене улшӑнусем кӗртме рекомендацисем памалла.