#владимирпутин
Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин 2024 ҫулхи ҫурхи шыв илнĕ зонăсенче пурӑнакан ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелеме хушнă, Раҫҫейӗн уйрӑм субъекчӗсенче çурхи шыв хыççăнхи палăрăмсене пӗтерес ыйтусем енӗпе калакан хушусен тивӗҫлӗ переченьне Кремль сайтӗнче пичетлесе кӑларнӑ.
"Раҫҫей Федерацийӗн правительствине Курган, Оренбург тата Тюмень облаҫӗсен ӗҫ тӑвакан органӗсемпе пӗрле ... 2024 ҫулхи ҫурхи шыв илсе кайнă вырăнсенчи ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелессине тивӗҫтермелле", - тенӗ хушура.
Доклада июнӗн 1-мӗшӗччен памалла, малалла - кашни кварталта. Яваплисем РФ премьер-министрӗ Михаил Мишустин тата регионсен пуҫлӑхӗсем.
Сӑнӳкерчӗкĕ: http://www.kremlin.ru/events/president/news/74090/photos/76294
https://ria.ru/20240522/deti-1947726343.html
материалĕсем тӑрӑх.