Çутă çул
+8 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
3 Июлӗн , 11:41

Радий Хабиров Уфари хосписăн подопечнăйсемпе сотрудникĕсене кайса курнă

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хоспис тӑвассипе ҫыхӑннӑ мӗнпур çынсене тата сотрудниксене тав тунӑ.

Радий Хабиров Уфари хосписăн подопечнăйсемпе сотрудникĕсене кайса курнă
Радий Хабиров Уфари хосписăн подопечнăйсемпе сотрудникĕсене кайса курнă

Ҫулталӑк каялла уҫнӑ организаци хӑйӗн пӗрремӗш çуралнă кунне паллӑ тунă.

Уфари хосписа уҫнӑранпа коллектив, ку вара 120 ытла ҫын, 849 аслине тата 233 ачана пулӑшнӑ. Аса илтеретпӗр, социаллӑ объекта бизнеспа ахаль ҫынсен представителӗсем укҫа-тенкӗ пама пултарнипе уçнă. Халӗ хосписра медуниверситет кафедрин, Уфари медколледжӗн клиникӑллӑ базине, Сывлăх сыхлав министерствин квалификацине ӳстермелли центрне уҫнă.

Пушкӑрт Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров хоспис тӑвассипе ҫыхӑннӑ мӗнпур çынсене тата сотрудниксене тав тунӑ.

— Уфари хоспис — пурнӑҫ ҫинчен калакан истори, ниме пӑхмасӑр савӑнма пӗлни. Пурне те салам, — палӑртнă Радий Хабиров. — Ан тив, кашни пурлӑх ҫӗр хут ытларах таврăнтӑр.

https://mgazeta.com/news/novosti/2024-07-03/radiy-habirov-navestil-podopechnyh-i-sotrudnikov-ufimskogo-hospisa-3832883

 

 

Радий Хабиров Уфари хосписăн подопечнăйсемпе сотрудникĕсене кайса курнă
Радий Хабиров Уфари хосписăн подопечнăйсемпе сотрудникĕсене кайса курнă
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: