"Социаллӑ контракт никӗсӗпе адресла пулӑшу" программа Каçкăнри Хабибуллинсен ҫемйине пулӑшнă.
Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн указӗпе 2024 ҫулне ҫӗршывра Çемье çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Йышӑнӑва ҫемьесене хӳтӗлемелли тата ҫемье йӑла-йӗркипе хаклӑхӗсене упраса хӑвармалли сферӑн политикине халăхра сарас тӗллевпе йышӑннӑ. Ҫак ҫул-йӗр Пушкӑрт Республикинче те тӗп шутланать. "2024 ҫула ҫӗршыв президенчӗ Çемье çулталӑкӗ тесе пӗлтернӗ. Ҫакӑ каллех ҫакна палӑртать: ҫемье хаклӑхӗсене ҫирӗплетесси, ҫемьене, амӑшсене, аттесене пулӑшасси тата ачалӑх пирӗн улшӑнми приоритетсем", — палӑртнӑ Радий Хабиров, пӗлтӗрхи ҫырупа Республика Пухӑвне тухса каланинче.
Каçкăн ялӗнчи Фанзильпе Альфия Хабибуллинсем пилӗк ача ÿстереççĕ. Нумай ачаллӑ анне каланӑ тӑрӑх, вӑл яланах пысӑк ҫемье ҫинчен ӗмӗтленнӗ, мӗншӗн тесен хӑй нумай ачаллӑ ҫемьере ӳснӗ. Ҫемье пуҫлӑхӗ тракторист, амӑшӗ — кил вучахĕн управҫи. Хабибуллинсен тӑватӑ ывӑл — Филюс, Максим, Иршат, Денислам тата амăшĕн килти тӗп пулӑшаканӗ Миляуша хӗрӗ.
— Качча тухсан, мӑшӑра пирӗн пилӗк ача пулать, терӗм. Пурте пулчӗ, — тет вӑл. — Ачасем — манӑн пурнӑҫ, унӑн пӗлтерӗшӗ тата савӑнӑҫ. Нумай ачаллӑ ҫемье пулма хальхи вăхăтра йывăр мар. Халӗ патшалӑх ҫемьесене активлӑ пулӑшать, — палăртать Альфия.
Республика нумай ачаллӑ ҫемьесемшӗн тӑрӑшать, хӑтлӑ условисенче аталанма майсем парать. Сӑмахран, "Социаллӑ контракт никӗсӗпе адреслă пулӑшу" программа Хабибуллинсен ҫемйине пулӑшнă. Пишпÿлек районӗнчи ҫемье службин специалисчĕсем социаллӑ контракт тума май пуррине ӑнлантарса панӑ тата кирлӗ документсене пуҫтарма пулӑшнӑ. Илнӗ укҫапа ҫемье ӗне туяннӑ. Сӑмах май, Хабибуллинсем ҫак программӑпа иккӗмӗш хут усӑ курнӑ. Халӗ нумай ачаллă ҫемьен сӗтел ҫинче яланах сӗт, хӑйма тата тӑпӑрчă, ҫакӑ ачасене сывлӑхлӑ ӳсме кирлӗ.
Хальхи ашшӗ-амӑш ҫемьере ача ҫуратассине яваплӑ пăхаççĕ. Пушкӑртстан Республики амӑшӗпе ашшӗ-амӑшӗсем ҫине ҫавӑн пек пӑхассине пулӑшать, патшалӑха ҫирӗп тытас тӗлӗшпе тĕрлĕ мерӑсем сӗнет. Кашни ҫемье кашни тапхӑрта ача ҫуралассинчен пуҫласа вӑл ҫитӗнсе ҫитессине шанма пултарать. Патшалӑх тата общество организацийӗсем ачаллă ҫемьесен пурнӑҫ шайне тивӗҫтерме тӗрлӗ формӑсем сӗнеҫҫӗ. Сӑмах тӗрлӗ ҫӑмӑллӑхсемпе пособисем евӗрлӗ, ҫавӑн пекех пурнӑҫа кирлӗ пулӑшу тата таварсем парса пулӑшасси ҫинчен пырать.
Неля САБАХОВА.
Сӑнӳкерчӗкӗ: Альфия Хабибуллинан архивӗнчен.