Çутă çул
+1 °С
Пӗлӗтлӗ
Пур хыпар та
Социаллă хÿтлĕх
3 Сентябрӗн , 11:27

Тутлӑ та, усӑллӑ та

"Сӗт кухнин" продукцине Пишпÿлек районӗнче пурӑнакансем юратса пӑрахнӑ.

Тутлӑ та, усӑллӑ та
Тутлӑ та, усӑллӑ та

"Сӗт кухнин" продукцине Пишпÿлек районӗнче пурӑнакансем юратса пӑрахнӑ.

2019 ҫултанпа Пушкӑрт Республики ҫӑмӑллӑхпа усă куракан категорисене, ҫавӑн пекех ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансен ҫемйисене, йывӑрлă хӗрарӑмсене тӳлевсӗр специализациленӗ апатпа тивӗҫтерет. Пилӗк ҫул тăршшĕнче "Сӗт кухнинчен" 100 000 ҫын пулӑшу илнӗ.

Йăлпăлакри Елена Никитина — виҫӗ ача амӑшӗ. "Сӗт кухнин" продукцине унӑн ачисем тӳрех юратса пӑрахнине пытармасть вӑл.

— 2022 ҫултанпа сӗт-ҫу продукчӗсем евӗрлӗ пулӑшу илетпӗр. Сӗтне те, тӑпӑрчине те, йогуртсене те ачасем юратаҫҫӗ. Ачасем ҫеҫ мар, хамăр та вӗсен продукцине питӗ юратса пӑрахрăмăр, вӑл яланах тин кăларни çеç килет. Ку патшалӑх пулӑшӑвӗ, ҫитменнине тутлӑ та, усӑллӑ та тесе шутлатӑп, — палӑртать ҫамрӑк анне.

Сӗт продукцине илекенсем те унпа килӗшеҫҫӗ.

— Ҫитӗннисем те, пӗчӗккисем те сӗт кухнин апат-ҫимӗҫне питӗ юратрӗҫ. Сӗтне, йогуртсене, тӑпӑрча ачана йӗркеллӗ ӳстерме тата аталантарма кирлӗ пур витаминсемпе те пуянлатнӑ, — палӑртаҫҫӗ вӗсем.

Паян "Сӗт кухнин" тӳлевсӗр продукцине республикӑра пурӑнакан 23 648 ҫын илет. Ҫав шутра 382 йывăрлă хӗрарӑм, ачине кăкăр çитерекен 452 хӗрарӑм, виҫӗ ҫула ҫитичченхи 21 999 ача, ятарлă çар операцине хутшӑнакан граждансен ҫемйисен 815 членӗ. 2023 ҫулта апат илнӗ граждансен пӗтӗмӗшле йышӗ 32 462 ҫын шутланнӑ.

Неля САБАХОВА.

Сӑнӳкерчӗкӗсем: Неля Сабахова.

 

 "Пирӗн проект ҫакӑн пек форматпа тата производство калӑпӑшӗпе ҫӗршывра сахал йышлисенчен пӗри. Ҫакӑншӑн "Сӗт кухнин" командине тавтапуҫ, — палӑртнă регион Пуҫлӑхӗ Радий Хабиров. — Халӗ аталану ҫул-йӗрӗ ҫинчен калас пулать. Вӗсем иккӗ пулма пултараҫҫӗ. Пӗрремӗшĕ таварсен ассортиментне анлӑлатасси, ҫӗнӗ усӑллӑ та тутлӑ апат-ҫимӗҫ туса хурасси ҫинчен пырать. Иккӗмӗш вариант — производство калӑпӑшне ӳстересси тата ҫӗнӗ рынока тухасси. Республикӑра сӗт нумай, ӑна тирпейлемелле".

 

Тутлӑ та, усӑллӑ та
Тутлӑ та, усӑллӑ та
Тутлӑ та, усӑллӑ та
Лидия Федоровна САЛЬМАНОВА, Пишпÿлек районӗнчи ҫемье службин ҫемьесемпе ӗҫлекен специалист: — Кашни кӗҫнерникун Октябрьский цехĕнчен Пишпÿлек ялне "Сӗт кухни" автолавка килет. Паянхи кун районта 55 яхӑн ҫемье ҫӑмӑллӑх илекен категориллӗ сӗт-ҫу продукцийӗ илекенсем шутланаҫҫӗ. Сӗт, тӑпӑрчă, хӑйма тата кефир вырӑнти производствӑран, ҫавӑн пекех "Сӗт кухни" фирма валеҫекен пунктсенче тата "Байрам" суту-илӳ сетӗнчи лавкасенче те туянма пулать.
Автор:Марина Иванова
Читайте нас: